Исмуков Николай Аверкиевич — чӑваш поэчӗ, философ, философи ӑслӑлӑхӗн докторӗ, профессор.
Николай Исмуков 1942 ҫулхи пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Патӑрьел районӗн Первомайски ялӗнче Чӑваш АССР-ӗнче ҫуралнӑ. 1967 ҫулта А. М. Горький ячӗллӗ Урал патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1994 ҫулта «Проблема целостности национальной культуры (философско-методологический аспект)» темӑпа доктор диссертацине хӳтӗленӗ.
1993 ҫултан пуҫласа Шупашкарти коопераци институтӗнче, Раҫҫей коопераци университечӗн филиалӗнче, ӗҫлет. 1995–2007 ҫулсенче философи тата политологи кафедрине пуҫланӑ, 1997–2002 ҫулсенче вӗренӳ отделенийӗн деканӗ пулнӑ. 2014 ҫултан пуҫласа гуманитари дисциплинӑсемпе чӗлхесен кафедрин профессорӗ пулса ӗҫлет. 120 ҫӗнӗ ӑслӑлӑх ӗҫӗн, ҫак шутра 5 монографийӗн, авторӗ. Унӑн ӗҫӗсем философи категорийӗсен диалектикипе наци культурин аталанӑвӗ йывӑрлӑхӗсемпе ҫыхӑннӑ.
Малтанхи сӑвсисем 1957 ҫулта «Коммунар» тата «Авангард» район хаҫачӗсенче пичетленнӗ. 1985 ҫултан пуҫласа СССР Ҫыравҫӑсен союзӗн членӗ. Пирвайхи сӑвӑ кӗнеки 1985 ҫулта тухнӑ. 12 сӑвӑ пуххин, ҫак шутра «Ахӑрсамана» сӑвӑллӑ романӑн, авторӗ. Сӑвӑсен тӗп мотивӗ — пурнӑҫ философийӗ. Паллӑ хайлавӗсем хушшинче: «Тӑван кӗтес», «Ҫӗр юрри», «Венок терновый», «Ҫӑлри ҫӑлтӑрсем».
Статья каҫми :: Пичет версиӗ 